«Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци

«Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци

      Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле ака уйăхĕн 8-30-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерчĕ. Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарчĕ. Хутшăнакансен чăваш чĕлхи çинчен сăвă вуласа е юрласа видео çине ÿкерсе илмелле те хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи», «Чăваш наци конгресĕ» ушкăнсене е Интернетри ытти хутшăну тетелĕсене вырнаçтармалла пулнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхине аталантарасси, упраса хăварасси. Çак акцие Тĕрлемесри вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Иванова Анастасия та хутшăнчĕ. Ăна сертификат парса чысларĕç.




Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен