Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

                                 

                                       Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать.

Шăпчăк та юрлать кунта, ав чăвашла.

Пин чĕлхеллĕ туслă халăх хушшинче

Калаçса çÿретĕп эп – чăвашла.

Любовь Мартьянова

     Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Паянхи кун пĕтĕм Чăваш  çĕр-шывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕç. Çавна май шкулта «Уççăн янăра,чăваш чĕлхи» уяв концерчĕ иртрĕ. Илемлĕ чăваш тумĕсем тăхăннă 1-11-мĕш классем акт залне пуçтарăнчĕç. Чăн малтан сцена çине 7-мĕш класра вĕренекенсем тухрĕç. Вĕсем вăйă карти йĕркелерĕç. Унтан «Çерем пăсса вир акрăм», «Ят пĕлмелле» чăваш вăййисене вылярĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç. Ун хыççăн куракансем «И.Я. Яковлев тата унăн вĕренекенĕсем» презентаципе паллашрĕç. Уява малалла тăснă май ачасем Тăван çĕр-шыв, хамăр тăван чĕлхе, ачалăх çинчен, атте-аннене, тăвансене, халăха  сума суса сăвă-юрă шăрантарчĕç, ташларĕç. Куракансене илемлĕ чăваш сăвви-юррипе, ташшипе  савăнтарчĕç. Ачасем чăваш чĕлхи янăравлă та пуян пулнине хăйсен сăввисемпе, юррисемпе çирĕплетсе пачĕç. Уяв программи пуян та интереслĕ пулчĕ. Яланах янăра эс, чăваш чĕлхи. 



Источник: Семёнова П.А., учитель чувашского языка и литературы